Патӑрьелти темиҫе хваттерте электроэнергие пула йӑла техники ҫунса кайнӑ. Ку Туслӑх урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ.
Светлана Павлова каланӑ тӑрӑх, яваплӑха никам та хӑйӗн ҫине илесшӗн мар. Вӗсем амӑшӗн хваттерӗнче нумаях пулмасть юсав ирттернӗ, йӑла техникине ҫӗнетнӗ. Электроэнерги япӑх ӗҫленине пула вӗсен кӗпе-йӗм ҫумалли машина, шыв ӑшӑтмалли хатӗр, компьютер ҫунса кайнӑ. Юрать, газ котелне сӳнтерме ӗлкӗрнӗ. Кӳршисен электропралук та ав ирӗлме тытӑннӑ.
Ҫынсем управляющи компанирен пулӑшу ыйтнӑ. Анчах никам та яваплӑха хӑйӗн ҫине илмен. Светлана парӑнасшӑн мар, ӗҫе вӗҫнех ҫитересшӗн.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче сцена ҫине черетлӗ премьера кӑларма хатӗрленнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта Марина Карягина пьеси тӑрӑх «Куккуклӑ сехет» спектакль куракан патне ҫитерӗҫ. Премьерӑна ҫитес уйӑх репертуарне кӗртнӗ. Ҫӗнӗ спектакле куракансен пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хаклама май килӗ.
Спектакле режиссер-постановщик тата художник пулса театрӑн тӗп режиссерӗ, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев хӑй лартать.
Пьесӑра автор малашлӑхсӑр шутланакан ял пурнӑҫне кӑтартнӑ. Унти икӗ сӑнар урлӑ автор мӗн калассине куракан хӑй курса хаклатӑр тенӗрен хайлавӑн содержанине уҫса парар мар.
Пьеса авторӗ Марина Карягина 1969 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ, Чӑваш телекуравӗнче ӗҫлет.
Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче, юлашки кунӗнче, сунарҫӑсен сезонӗ вӗҫленет. Ҫак вӑхӑтра сунарҫӑсем тискер чӗрчунсене пенӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра кашкӑрсене тытмалли сезон пуҫланнӑ. Ку таранччен районсенче 17 «тукмак хӳрене» тытнӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче — 8, Ҫӗмӗрле районӗнче — 5, Элӗк, Улатӑр, Тӑвай тата Патӑрьел районӗсенче 1-ер кашкӑр персе вӗлернӗ. Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре ҫӑмламас чӗрчунсене тытма чарӗҫ.
Эрех ҫынна ӑсран кӑларнине иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех паллӑ классикӑмӑр асӑрханӑ. Чӑн та, ӑсран кӑларать. Ӑсран кӑна кӑларнипе те ҫырлахмасть — леш тӗнчене ӑсатать.
2015 ҫулта, акӑ, пирӗн пӗчӗк республикӑра эрехе пула наркӑмӑшланнӑ 1330 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку вӑл — официаллӑ статистика тӑрӑх. Урӑхларах каласан, хыпса лартнӑ хыҫҫӑн асапланнӑ самантра шур халатлисенчен пулӑшу ыйтни цифри.
Эрехне хӗрарӑмӗ те, арҫынӗ те тиркемест те, анчах наркӑмӑшланакансен хушшинче 78 проценчӗ — арҫынсем.
Эрехпе наркӑмӑшланнӑ Патӑрьел, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенчи ҫынсенчен пурте леш тӗнчене ӑсаннӑ. Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Тӑвай, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсенче тата Ҫӗмӗрле хулинче те вилекенсен йышӗ аванах: эрехпе наркӑмӑшланнисенчен ҫурри ытла куҫне хупнӑ.
Ытти ҫӗрте ҫимеҫҫӗ тесшӗн мар-ха. Сӑмахӑмӑр — шкулти апатлану пирки.
Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи шкулсенче вӗренекен мӗнпур ачана кӑнтӑрлахи апатпа тивӗҫтернӗ. Красноармейски районӗнче шкулта вӗренекенсен 95,8 проценчӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 96,9 проценчӗ, Шупашкарта 95,7 проценчӗ, Улатӑрта 95,2 проценчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта 94,9 проценчӗ, Ҫӗмӗрлере 94,6 проценчӗ шкулта апатланать.
Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта тата 17 районта ачасене шкулта кунне икӗ хутчен апат ҫитереҫҫӗ.
Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансен 97 процентне пӗлтӗр вӗри апатпа тивӗҫтернӗ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсенчен 98,9 проценчӗ шкулта апат ҫиет, 5–11-мӗш класра вӗренекенсенчен — 96 проценчӗ.
2006 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Геннадий Николаевич Айхи пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Анчах унӑн ӗҫӗсем ӗмӗрлӗхе юлнӑ. Унӑн ячӗпе вулавӑшсенче куравсем йӗркелеҫҫӗ, поэта асӑнаҫҫӗ.
Геннадий Айхи Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи шкулта ӑс пухнӑ. Ҫавна май унта унӑн ятне манмаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗнче шкулта Айхи вулавӗсене ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал унта 50 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарнӑ.
Вӗрентекенсене те палӑртнӑ. Конкурса Айхин пурнӑҫӗпе пултарулӑхне вӗренмелли материалсене тӑратнӑ. Хальлӗхе Ҫӗньялти конкурса шкул ачисем ҫеҫ хутшӑннӑ. Анчах йӗркелӳҫӗсем ҫитес ҫул вӑл республика шайӗнче иртессе шанаҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пӗрремӗш чӑваш киноактрисин Тани Юнӑн ҫуралнӑ кунӗ пулни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ мероприяти ирттернине те хыпарланӑччӗ.
Патӑрьел районӗнче Тани Юна халалланӑ буклетсен конкурсне йӗркеленӗ. Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче ача-пӑча пултарулӑх ҫуртӗнче конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта 13 шкулти 36 ача хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫула кура икӗ ушкӑнпа палӑртнӑ. 5–8-мӗш классем хушшинче Первомайскинчи вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекен Надежда Савинова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Туҫари Ирина Глинкина тата Турханти Валерия Осипова — иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш вырӑнта: Шӑнкӑртамри Энже Хусеинова, Нӑрваш Шӑхальти Сергей Лаврентьев, Ыхраҫырминчи Гелуся Камалетдинова.
9–11-мӗш классенчен пӗрремӗшне Турханти Ирина Кириллова тухнӑ, иккӗмӗшне — Пӑлапуҫ Пӑшъелти Дария Иванова, Хирти Пикшикри Рамиля Чебенова, виҫҫӗмӗшӗнче — Сӑкӑтри Алина Анюрова, Патӑрьелти Олег Цыганов тата Петр Тинюков тивӗҫнӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, ҫыравҫӑ Иван Яковлевич Тенюшев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл 93 ҫул тултарнӑ.
Иван Яковлевич Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, Патӑрьелти педагогика училищинче вӗреннӗ. 1942-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ. Вӑл вӑрҫӑ пирки хайлав та ҫырнӑ: «Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ юлнӑ». Роман чӑвашла икӗ томпа тухнӑ.
Юлашки ҫулсенче Иван Тенюшев И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗрентнӗ. Юлашки кунсенче вӑл вырӑнпах выртнӑ. Шел те, куҫне яланлӑхах хупнӑ вӑл. Унпа ыран, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Хулаҫум вокзалӗн урамӗнчи 8-мӗш ҫуртри 24-мӗш хваттерте сывпуллашӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари институтне тухтӑр ертсе пыма тытӑннӑ. Анчах этем сывлӑхӗшӗн хыпса ҫунакан ҫын пирки каламастпӑр-ха. Сӑмахӑмӑр — ӑслӑлӑх ҫынни ҫинчен. Ҫӗнӗ ҫынна пуҫлӑха лартнӑ-им тесе те тӗлӗнме ан васкӑр. Института унчченхиллех Юрий Исаевах ертсе пырать. Анчах маларах вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ кӑначчӗ пулсан халӗ тухтӑра ҫитнӗ. Ӑнӑҫлӑ хӳтӗлев ӗнер иртнӗ.
Юрий Исаев, аса илтерер, — Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ҫынни (сӑмах май паян унӑн ҫуралнӑ кунӗ, 47 ҫул тултарчӗ). 1995 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл «Чӑваш чӗлхипе литератури» специальноҫа алла илнӗ. Тепӗр пилӗк ҫултан вӑл юрист дипломне илнӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята Юрий Исаев 2002 ҫулта хӳтӗленӗ. Унӑн теми Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисем пулнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче те вӑл тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен гуманитари институтне ертсе пырать.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх продукцийӗн производствин индексӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 108 процентпа танлашнӑ. Ку динамикӑна сыхласа хӑвармаллине палӑртнӑ Михаил Игнатьев.
ЧР Элтеперӗ ял ӗҫченӗсемпе Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Унта пухӑннисене наградӑсемпе чысланӑ. Ку кӑҫал республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнипе ҫыхӑннӑ, ҫавӑнпа Правительство ҫурчӗн залӗнче ӗне сӑвакансене чысланӑ.
9 ҫын Элтепер аллинчен награда илнӗ. Паллӑ ӗнтӗ: ку профессире арҫын сахал ӗҫлет. 7 ҫын ЧР Элтеперӗн тав хутне тивӗҫнӗ. Патӑрьел районӗнӗнчи Людмила Киргизова тата Етӗрне районӗнчи Зоя Филиппова «ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ» ята илнӗ.
«Ленинская искра» хуҫалӑхра тӑрӑшакан Зоя Филиппова ӗҫ кунӗ 4-ра пуҫланнине, 740 пуҫ ӗнерен 300-шне сунине палӑртнӑ. Юлашкинчен пурте Михаил Игнатьевпа сӑн ӳкерӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |